30 Jul 2026, 19:31 UTC47 views4 reactionsread 7 August 2026 Джемини чӑвашла менле пӗлнине тӗпчес терӗм. Пӗр предложени патӑм та ӑна урӑха ҫырма сӗнтӗм. Ак мӗнле вариантсем туса пачӗ:
Сӑмах йӗркине улӑштарса (Субъектпа вырӑна маларах кӑларса):
1. Елӑш ялӗн пӗр ушкӑнӗ, Атӑл урлӑ каҫсан, Отнер ҫырми хӗрринчи вӑрманта пӗр уҫланкӑ тупнӑ.
2. Атӑл урлӑ каҫсан, Отнер ҫырми хӗрринчи вӑрманта Елӑш ялӗн пӗр ушкӑнӗ уҫланкӑ тупнӑ.
3. Елӑш ялӗн пӗр ушкӑнӗ Атӑл урлӑ каҫсан Отнер ҫырми хӗрр…
❤3🎉1
29 Jul 2026, 08:49 UTC53 views3 reactionsread 7 August 2026 Photo
Паян «Атӑл.Талмачӑн» модельне ҫӗнетрӗмӗр.
Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ытти куҫаруҫӑсемпе танлаштарса пӑхрӑм.
Мӗнле хаклатӑр?
👍3
26 Jul 2026, 14:05 UTC72 views1 reactionsread 7 August 2026 Video
Сервера юсатӑп. Шел те кивӗ диск бэд блоксемлӗ.
Паян ҫӗнӗ диск килчӗ, даннайсене клонласа ҫӗнӗ диска куҫаратӑп. Ӗҫ ӑнасса шанатӑп.
UPD: клонласа пулмарӗ. Ҫӗнӗрен лартма тивӗ. Эх...
UPD (22:55): тинех сервера ӗнерлесе ҫитертӗм. «Сӑнсем» галерея ӗҫлет, корпус ӗҫлет, «Атӑл.Талмач» ӗҫлет. top.chuvash.org шутлавҫӑна хупас терӗм. //бэкапсен механизмне тӗрӗслетӗп...
🤔1
22 Jul 2026, 06:06 UTC111 views2 reactionsread 7 August 2026 Чӑваш чӗлхи корпусӗ вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск юрӑхсӑра туха пуҫларӗ. Ҫӗнӗ диск саккасларӑм, вырсарникун ҫитмелле. Шел те вырсарникунччен ӗҫлесе ҫитереймерӗ, ҫавна май сервера сӳнтерме тиврӗ.
#пӑтӑрмахсем #серверсем
❤2
2 Jul 2026, 16:58 UTC138 views3 reactionsread 7 August 2026 https://chuvash.org/news/44121.html — ӗнер отпуск пуҫланчӗ те Чикме хулине кайса килес терӗм. Мӗн курни-илтнипе статьяра паллашма пултаратӑр.
👍3
28 Jun 2026, 09:22 UTC177 views5 reactionsread 7 August 2026 https://chuvash.org/news/44084.html — ӗнер Изьяр патне ярӑнса килтӗм. Хамӑн ҫулҫӳрев пирки кӗске репортаж хатӗрлерӗм. Тимӗр Акташ пек ҫырасшӑнччӗ те пулмарӗ — ҫавах стилӗ хамӑнах пулса тухрӗ.
Изьяр интереслӗ кӳлӗ. Чи тӗлӗнтерекенни: ытла та ҫӳплӗ пулӗ пуль тенӗччӗ те — ҫук, питӗ типтерлӗ. Пирӗн патри пӗвесем ҫӳп-ҫаплӑрах!
👍3❤2
21 Jun 2026, 14:46 UTC243 views4 reactionsread 7 August 2026 File
LibreOffice-па уса курнӑ чухне питӗ нумай хут улшӑнусем (тупса улӑштарма) тума тивет. Ҫавна май ҫак ӗҫе ансатлатас кӑмӑл тахҫанах пурччӗ. 5–7 хут текста пӗрешкел улӑштарма тивет те, ҫакӑ маншӑн, программистшӑн, питӗ нумай вӑхӑт йышӑннӑн туйӑнать.
Нумай хут ҫакна ансатлатас тесе Libreoffice-ӑн макросӗсем енне пӑхкаланӑччӗ. Анчах унта ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме тивнӗрен ку ӗҫе ниепле те пурнӑҫлама май ҫитместччӗ. Яланах 4–5 х…
👍3👌1
11 Jun 2026, 16:37 UTC198 views1 reactionsread 7 August 2026 https://chuvash.org/news/43966.html — спектакль пирки пуҫласа статья ҫыртӑм. Хам спектакльне курман пулин те.
👌1
6 Jun 2026, 12:59 UTC272 views5 reactionsread 7 August 2026 Photo
Тинех «Атӑл.Тӑлмача» ӗҫлеттерсе ятӑмӑр.
Ҫуркунне сервера ҫӗнетнӗ май малтанхи модельсене ӗҫлеттерсе яма май килмерӗ. Системи ҫӗнӗ, пирӗн программи вара кивелнӗччӗ... Ҫапла май ҫӗнӗрен вӗрентес терӗмӗр.
Енчен те малтанхи пирӗн нейронлӑ мелпе ӗҫлетчӗ пулсан, азльхинче LLM мелпе вӗрентме шутларӑмӑр.
Хальхи верси — пуҫламӑш кӑна. Пахалӑхӗ япӑхрах малтанхинчен, анчах пахалӑха ӳстермелли чылай меслетпе эпир усӑ курайман…
👍2🙏2❤1
16 May 2026, 17:57 UTC200 views6 reactionsread 7 August 2026 Photo
Эп ҫӳренӗ ҫул. Йошкар-Ола патнех ҫитрӗм.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче Атӑл леш енне каҫса пӑхрӑм. Октябрьскине ҫитрӗм, анчах пӑчкӑ илменрен вӑрмансенче ҫӳреме май ҫукччӗ. Йывӑҫсем нумай ӳкнӗччӗ. Ун чухне вара ЛЭП тӑрӑх ярӑнма кӑшт килӗшрӗ.
Паян вара Йошкар-Ола енне кайса пӑхас терӗм. Унта та ЛЭП тӑсӑлать, ҫулта юнашарах. Вӑт ҫавӑнти вырӑнсене пӑхса илес кӑмӑл пулчӗ. Шел те кӑмӑла каймарӗ. Унти ЛЭП тӑрӑ…
👍3❤2👌1
16 May 2026, 17:40 UTC126 views2 reactionsread 7 August 2026 Video
Кокшага шывӗ (чӑвашла ятне халь шыраса ларас килмест).
Тахҫан ҫулла унпа ушкӑнпа кимӗсемпе ишсеччӗ. Унтанпа ҫирӗм ҫул та ҫитрӗ пулӗ, анчах юханшыв паян та питӗ илемлӗ. Уйрӑмах ҫак кукӑрта.
#ҫутҫанталӑк #Кокшага #кану #квадроцикл
😍2
16 May 2026, 17:36 UTC107 views2 reactionsread 7 August 2026 Video
Паян квадрикпа Йошкар-Ола патнелле кайса килтӗм. Ывӑнтӑм... Вӑт ҫапла илемлӗ вырӑнсенче ярӑнтӑм.
Ыран вара ҫӗрулми лартмалла.
#кану #квадроцикл #вӑрманта
🔥2
Showing the 12 most recent of 15 posts we hold for @astaharkartish. View and reaction counts are the latest single reading for each post, not a live figure, and a recent post is still accumulating both. A view count marked ≈ was rounded by Telegram before we ever saw it — t.me prints views in full below 1,000 and to three significant figures above, so ≈1,200,000 means somewhere between 1,150,000 and 1,249,999. Unmarked counts are exact. Text is reproduced from the public post preview and truncated for length.